12084 | «Аннене парас — пысӑк, арӑма парас — пӗчӗк», — тесе каларӗ тет пӗр пай валеҫекен. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12542 | «Эпӗ кирек ӑҫтан ҫӳрем, кин, эс пӗр хӑмапа ут», — тесе калать тет хуняма. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12063 | Аван пулсан — арӑма, усал пулсан — арҫынна. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12065 | Адама арӑмӗ астарнӑ, арӑмне усал астарнӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12066 | Адампа Ева ӗҫне ухмах та пӗлет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12067 | Адампа Ева ҫылӑхӗ ҫут тӗнчене ҫулӑхнӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12068 | Адамран — арлӑх, Евӑран — ҫылӑх. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12073 | Ай-хай кукамай, алла туя тытнӑ та Арапуҫне уттарнӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12074 | Ай-хай кукамай, ӗҫе кайма «вӑй ҫук» тет, ӗҫке кайма, чирӗке кайма «ӑҫта манӑн туя» тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12070 | Айван арӑм — арҫын нуши. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12069 | Айван арӑм арпалӑх юпине те пуҫҫапать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12071 | Айван арӑмран ял кулать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12072 | Айван арҫын хӗрарӑм арки айӗнче. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12075 | Алӑ ҫинче вылякан хӗрарӑм ӗнсе ҫинче алхасать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12076 | Алла илмен хӗрарӑм ӗнсе ҫинче ташланӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12077 | Алхасасси Адамран. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12078 | Ама пулмасан пыл хурчӗ те пурӑнмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12079 | Амасӑр пурнасси пит йывӑр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12080 | Амасӑр хурт уйрӑлмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12081 | Ами апла тумасан аҫи капла пулас ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12082 | Ами ашкӑнмасӑр аҫи ашкӑнмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12083 | Ами ҫеҫ пултӑр, аҫи таҫтан та тупӑнать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12085 | Апайшӑн пулсан валӗ пысӑкрах, арӑмшӑн пулсан валӗ пӗчӗкрех. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12087 | Апла пулӗ, капла пулӗ, пире хӑйматлӑх кам пулӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12086 | Апла-капла ан калаҫ, ҫын арӑмне ан чупту. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12088 | Ар амӑшӗ пуличчен арлама вӗрен. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12089 | Ар епле, йыш ҫапла. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12090 | Ар кутне ар пӗлет, хуран кутне вӑт пӗлет теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12092 | Ар пулса ҫуралтӑн пулсан ар пек вил. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12093 | Ар пурнӑҫӗ арӑмран килет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12094 | Ар пуҫӗ таҫта та ҫитӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12095 | Ар сӑмахӗ арпа мар. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12096 | Ар ҫилленчӗкӗ аркӑ айӗнче. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12097 | Ар ҫинче кантра ҫӗрмест. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12098 | Ар ҫинчи ҫӑпата кантри ҫӗрмес теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12099 | Ар ҫук ҫӗрте йӗрке те ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12100 | Ар ҫуначӗ ут. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12102 | Ар ҫылӑхӗ ҫурмалла. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12104 | Ар хыҫҫӑн арлан шӑтӑкне кӗнӗ тет, ачапча хыҫҫӑн кӑмака айне кӗнӗ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12091 | Ар-пир сӑхсӑхсан уйрӑлать, ар усалӗ апла та уйрӑлмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12103 | Ар-ул пынӑ — ус тунӑ, усал хӗрарӑм пынӑ — элек панӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12105 | Ар-ывӑл пынӑ — ӑс панӑ, хӗрарӑм пынӑ — элек панӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12152 | Арамӗ сӑмахӗпе ҫӳрекен качака пулнӑ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12117 | Арӑм — канаш тума, аппа — салам яма, анне — асра тытма. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12118 | Арӑм — канашлама, хуняма — ӑс пама, анне — пурнӑҫ тытса пыма. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12139 | Арӑм — Турӑ умӗнчи парӑм. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12106 | Арӑм аллине лексен алӑ ҫулсӑр хӑтӑлаймӑн. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12107 | Арӑм алса мар, куллен улӑштарма ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12108 | Арӑм арча мар, ӑшне уҫса пӑхма ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12109 | Арӑм аскӑнӗ ар чарса та чарӑнмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |